Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Нарӑсӑн 2021, 13:50

Юбилейсем тĕлне ярмулайсем шкул тăррине çĕнетесшĕн

2022 çулта Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялне никĕсленĕренпе 260 çул çитет. Шкул уçăлнăранпа та 140 çул пулать. Вырăнти пĕлÿ çуртĕнчен сахал мар тава тивĕçлĕ, çĕршывăн тĕрлĕ отраслĕсенче, çав шутра шалти ĕçсемпе çар органĕнче те чапа тухнă çынсем сахал мар вĕренсе тухнă.

2022 çулта Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялне никĕсленĕренпе 260 çул çитет. Шкул уçăлнăранпа та 140 çул пулать. Вырăнти пĕлÿ çуртĕнчен сахал мар тава тивĕçлĕ, çĕршывăн тĕрлĕ отраслĕсенче, çав шутра шалти ĕçсемпе çар органĕнче те чапа тухнă çынсем сахал мар вĕренсе тухнă.
Паянхи шкул çуртне хăпартнăранпа 45 çул çитрĕ. Шкул коллективĕ тăрăшнипе вăл шалтан та, тултан та илемлĕн курăнса тăрать. Анчах та унăн тăрри кивелнĕ. Кăшт çумăр çусанах унтан та кунтан çумăр тумлать. Çавăнпа та вырăнти учительсен коллективĕ тата шкулта вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна хутшăнса шкул çурчĕн тăррине улăштарма сĕнчĕç. Проектпа смета документацийĕ тахçанах хатĕр.
Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна хутшăнассипе çыхăннă пухăва Ярмулай шкулне çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем - Ярмулай, Этĕл, Марьян тата Çирĕклĕ ялĕсенче пурăнакансем - хутшăнчĕç. Сĕнĕве пурте пĕр саслă пулса ырласа йышăнчĕç, кирлĕ ĕçшĕн сметăпа палăртнă хакăн 15% хăйсен укçипе саплаштарма никам та хирĕç пулмарĕ. Программăна фермерсемпе ял хуçалăх предпринимателĕсем те хутшăнаççĕ. Пухура сăмах тухса калакан нумай ача амăшĕ Анфиса Волкова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Михаил Сидоров, асăннă шкулта вĕренекен хĕр ачан ашшĕ Андрей Яковлев, шкул директорĕ Сергей Сидоров тата ыттисем те шкул тăррине пĕр тăхтаса тăмасăр юсамалли çинчен каларĕç.
Пилĕк çынтан тăракан пуçару ушкăнĕ ĕçе тытăннă та ĕнтĕ. Эпир хамăрăн «Ярмулай ял шкулĕн тăррине тĕплĕн юсасси» проекта республика комиссийĕ ырласа йышăнасса, икĕ пысăк юбилей тĕлне шкул тăррине çĕнетессе шанатпăр. Ачасем хăйсен ÿкерчĕкĕсем çинче «Пирĕн иккĕмĕш кил тăрри» выставка йĕркелерĕç тата сочиненисем çырчĕç.
Михаил ЕРМОЛАЕВ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.
Читайте нас: