Ĕпхÿри 26 çулхи арçынна колонире вут тĕртнĕшĕн çĕнĕрен ирĕксĕр хăвармалли срок панă. Çамрăк çын ИК-13 колонинче ларнă, пушар хуралĕнче ĕçленĕ. Çавна пулах вăл тĕрмери территори тăрăх куçса çÿреме пултарнă.
Суд арçын 2018 çулхи март уйăхĕнче колони пуçлăхĕнчен хăйĕн граждăнла мăшăрĕпе тĕл пулма ыйтнине тĕпчесе уçăмлатнă. Анчах та ĕçлесе юсанмалли учрежденин пуçлăхĕ унăн ыйтăвне тивĕçтермен. Çакăн хыççăн уголовлă ĕç фигуранчĕ хуçалăх блокĕн алăкне хирсе уçнă та унта çунакан хут пăрахнă.Пушара пула колонин пурлăхĕ 3,8 млн тенкĕлех сиенленнĕ.
Преступлени тунă çын хăйĕн айăпне пĕтĕмĕшле йышăнман. Ĕпхÿри Калинин район сучĕ ăна кивĕ срокĕ çумне тата пĕр çул хушса панă, çирĕп режимлă колонире тытма йышăннă. Çавăн пекех унăн учрежденине сиен кÿнĕ тăкака саплаштармалла пулать. Приговор хальлĕхе вăя кĕменнине палăртмалла.