Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Нарӑсӑн 2021, 18:25

Медицина тĕрĕслевĕ иртмелли ҫӗнӗ правилӑсене ҫирӗплетнӗ

Ĕçе вырнаçнă чухнехи тата хăй вăхăчĕпе иртмелли медицина тĕрĕслевĕсен (медосмотрсен) çĕнĕ йĕркине çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, врачсен бригади ӗҫ вырăнне хăй те килсе çитме пултарать.

Ĕçе вырнаçнă чухнехи тата хăй вăхăчĕпе иртмелли медицина тĕрĕслевĕсен (медосмотрсен) çĕнĕ йĕркине çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, врачсен бригади ӗҫ вырăнне хăй те килсе çитме пултарать. Патшалăх ӗҫ инспекцийӗн пресс-служби пӗлтернĕ тăрăх, çĕнĕ йĕрке 2021 ҫулхи апрель уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2027 ҫулхи апрелӗн 1-мĕшĕччен ĕçлĕ.
Медицина тĕрĕслевĕ иртме панă направлени хучĕ çинче медицина страхованийӗн (ӑна электронлӑ майпа йӗркелеме пулать) полис номерне кӑтартмалла.
Мобильлӗ медицина бригадин специалисчӗсене медорганизацисенче диагностика тӗпчевӗсем иртнӗ хыççăн çеç çынсене медицина тĕрĕслевĕ ирттерме ирĕк параççĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла: ĕçпе тивĕçтерекен (работодатель) йышӑнӑвӗ тӑрӑх, инкеклĕ лару-тӑру сиксе тухнă чухне палăртнă вăхăтра иртмелли медицина тӗрӗслевӗсене кăшт каярах хăварма юрать, анчах та ултӑ уйӑхран ытла мар.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: