Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Нарӑсӑн 2021, 13:55

Владимир Путин социаллă сетьсене тупăш илмелли услампа танлаштарать

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кирек епле майпа та тупăш илме ĕмĕтленекен социаллă сетьсен хуçисене критикленĕ. Тĕплĕнрех каласан, вăл сăмах социаллă сетьсенчи сиен кÿрекен контентсем пирки каланă. Владимир Путин шухăшĕпе, çак киревсĕрлĕх çине лăпкăн пăхса лармалла мар.

- Асăннă платформăсем чи малтан, паллах, бизнес. Бизнесăн тĕп тĕллевĕ мĕн? Тупăш илесси, - тенĕ Владимир Путин «Раççей учителĕ» конкурсăн лауреачĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра. – Социаллă сетьсен хуçисем киревсĕр контентсем вăл е ку категорие кĕрекен граждансене сиен кÿни çинчен шутламаççĕ те. Нумай чухне хальхи вăхăтри платформăсем çын ăс-тăнне пăхăнтарма пуçлаççĕ. Çав сăлтавпах пирĕн çыннăн хăй шухăшне ирĕккĕн пĕлтересси çинчен калакан правине сиен кÿмесĕр мĕнле те пулин тĕрĕс йышăну тумалла.
Февраль уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн онлайн площадкăсем киревсĕр сăмахсемпе усă курса çырнă публикацисене шыраса тупса хăйсем тĕллĕн хупса лартмалла. Социаллă сетьсенчи йĕркесене пăхăнманнисене 800 тенкĕрен пуçласа 4 млн тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: