Пур хыпар та
Новости
4 Нарӑсӑн 2021, 17:30

Йĕрке хуралçине кÿрентернĕшĕн - штраф

Октябрьск хулинче пурăнакан 63 çулхи арçынна полици ĕçченне кÿрентернĕшĕн айăпланă. Арçын хăй айăпне йышăннă. Кун пирки РФ Шалти ĕçсен управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ.

Октябрьск хулинче пурăнакан 63 çулхи арçынна полици ĕçченне кÿрентернĕшĕн айăпланă. Арçын хăй айăпне йышăннă. Кун пирки РФ Шалти ĕçсен управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ.
Ĕç-пуç çапла пулса тухнă. Аслă оперуполномоченнăй «килти пусмăр» текен фактпа вызова кайнă. Вырăна çитсен упăшки арăмне çапни паллă пулнă. Полицейски пуçтахланакана тытса чарнă. Лешĕ йĕрке хуралĕн ĕçĕпе кăмăлсăр пулса ăна киревсĕр сăмахсемпе кÿрентерме пуçланă.
Юлашкинчен усал шухăшлă çын тĕлĕшĕпе «Власть представителĕсене кÿрентернĕшĕн» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă. Октябрьски хула сучĕ арçынна 10 пин тенкĕ штраф тата йĕрке хуралçине мораль тĕлĕшĕнчен кÿрентернĕшĕн компенсаци тÿлеттермелле тунă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: