Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
5 Нарӑсӑн 2021, 13:40

Арбитраж сучĕн çĕнĕ судйисене çирĕплетнĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстанри Арбитраж сучĕн çĕнĕ судйисене çирĕплетесси çинчен калакан указа алă пуснă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстанри Арбитраж сучĕн çĕнĕ судйисене çирĕплетесси çинчен калакан указа алă пуснă.
Судьясен тивĕçĕсене Руслан Ганеев, Вячеслав Чернов тата Артур Рамазанов пурнăçлĕç. Асăннă должноçа пĕрремĕш хут çирĕплетнĕ Руслан Ганеев судья чаплă лару-тăрура присяга йышăннă, хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа, суд ĕçне саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçлама сăмах панă.
Суд председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Николай Архиереев судьясене çĕнĕ должноçа йышăннă ятпа саламланă, правосуди ĕçĕнче ăнăçупа çитĕнÿсем тума суннă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: