Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Нарӑсӑн 2021, 19:04

Благовещенскра инвестора çĕр уйăрса панă

Пушкăртстан влаçĕсем, сарă пăрçаран тĕрлĕ апат-çимĕс туса кăларма завод хăпартма, инвестора Благовещенск хулинче çĕр уйăрса панă. Вăл Ĕпху хулинчен 30 çухрăмра вырнаçнă. Республика пуçлăхĕн февраль уйăхĕн 3-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ хушăва официаллă порталта пичетлесе кăларнă. Инвестора çĕр лаптăкне аукцион ирттермесĕрех арендăна параççĕ. Çакă вăл патшалăх тавар туса кăларакана хăй енчен пулăшу панине çирĕплетет. Пулас объектăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 233 541 тăваткал метрпа (23 гектар ытла) танлашать, унăн кадастр номерĕ - 02:69:020501:462.

ООО «ТавросЭкоПульс» «Благовещенск» социаллă экономика енĕпе маларах аталанакан территори (ТОСЭР) резиденчĕ шутланать. Вăл 2028 çул тĕлне 6,9 млрд тенкĕ инвестици хывса асăннă проекта пурнăçа кĕртесшĕн. Компани сарă пăрçаран тарăн технологипе усă курса паха апат-çимĕç хатĕрлĕ. Çав шутра косервăсем тата крахмал. Вĕсене Европăна тата Кăнтăр Хĕвел тухăç Азине экспорта ăсатма палăртать. Çĕнĕ завод 312 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: