Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Нарӑсӑн 2021, 18:05

Митингра тытса чарнисен ытларах пайне 10 талăка хупса лартмалла тунă

Ĕпхÿ хулинчи Киров район сучĕ январь уйăхĕн 24-25-мĕш тата 31-мĕш кунĕсенче халăхпа пухăнса йĕркене пăсса уçă мероприяти (санкцисĕр митинг) йĕркелекенсем тата çак кунсенче полици ĕçченĕсем хушнине итлеменнисем тĕлĕшпе 25 административлă ĕç пăхса тухнă

Ĕпхÿ хулинчи Киров район сучĕ январь уйăхĕн 24-25-мĕш тата 31-мĕш кунĕсенче халăхпа пухăнса йĕркене пăсса уçă мероприяти (санкцисĕр митинг) йĕркелекенсем тата çак кунсенче полици ĕçченĕсем хушнине итлеменнисем тĕлĕшпе 25 административлă ĕç пăхса тухнă.
Суд пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 10 ĕçе пăхса тухса айăплисене виçĕ кунран пуçласа вунă куна çити тытса хупнă, тепĕр саккăрĕшне пĕр пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран штраф тÿлемелле тунă.
«Пĕр ĕçе право йĕркине пăснине тупса палăртманнине пула чарса лартнă, иккĕшне Шалти ĕçсен министерствин органĕсене тавăрса панă»,- тенĕ официаллă пĕлтерÿре.
Çывăх вăхăтра тепĕр тăватă ĕçе пăхса тухмалла.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: