Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Нарӑсӑн 2021, 14:30

Пушкăртстан ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативĕсене йĕркелессипе малта

Çĕршыври ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативĕсен (ЯХПК) 13 проценчĕ Пушкăртстанра йĕркеленнĕ. Виçĕ çул хушшинче (программа шăпах çавăн чухлĕ ĕçлет) регионта 289 пĕрлĕх ĕçе пуçăннине шута илнĕ. Вĕсенчен 2018 çулта – 118, 1019 çулта – 119, 2020 çулта 52 кооператив ĕçле пуçланă. Республика çак енĕпе Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăнать. Иккĕмĕш – Тутарстан (168 ЯХПК), виççĕмĕш – Белгород облаçĕ (148).

«Пушкăртстанра фермер хуçалăхĕсене тата ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперацине аталантарассипе системăллă ĕç туса ирттернĕ. Чăн малтан правăпа норма акчĕн никĕсне хатĕрленине палăртмалла. Регионта тупăшсене пĕр çĕре пухассипе ĕçлекен программăна пурнăçлама тытăннă. Кунта тĕп вырăнта пулас ĕç валли çынсем хăйсен пуçарăвĕпе укçа-тенкĕ хывасси пулса тăрать. Паллах, патшалăх та пăрăнса юлмасть. Çапла майпа ял çыннисем пĕр йыша пухăнса коллективлă пурлăх никĕсĕ йĕркелеççĕ, малашне унпа усă курса хушма тупăш илеççĕ. 2021 çулта программăна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн вăл малалла ĕçлĕ»,- пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: