Февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнче Бакалă районĕнче пулса иртнĕ çул-йĕр çинчи инкек 25 çулхи хĕрарăмăн пурнăçне татнă. Çамрăк амăшĕ ултă тата виçĕ çулхи хĕрĕсене район центрне ача садне леçме тухнă. Ун хыççăн хăйĕн ĕçе çитмелле пулнă. Вĕсемпе пĕрле «Дэу Матиз» çăмăл машинăра водителĕн шăллĕ те пулнă. Шел пулин те, çамрăк аннене кирлĕ çĕре çитме Турă пÿрмен. Вĕсен çулĕ çине 35 çулхи арçын ларса пыракан «Хендай Солярис» сиксе тухнă.
Республикăри çул-йĕр инспекцийĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, арçын Белебей-Николаевка-Туймазă-Бакалă автоçулăн 131-мĕш çухрăмĕнче «Лада Калинăпа» çапăннă. Ун хыççăн машина хирĕç килекен çул çине тухса ÿксе икĕ пĕчĕк хĕрĕпе шăллĕне лартнă хĕрарăмăн машини çине пырса тăрăннă.
- Ачасене йывăр суранланасран ятарлă ача-пăча автокресли пулăшнă. Авари юр çунă вăхăтра пулса иртнĕ. Тен, çакă инкекĕн тĕп сăлтавĕ те пуль. Патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ пек пурнăçламан çул-йĕре пăхса тăракан организаци ячĕпе административлă материалсем çырса хатĕрленĕ, - пĕлтернĕ управленин пресс-службинче.
«Хендай» водительне те медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулни паллă.