Республикăра 2011-2020 çулсенче чи кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ инвестпроектсене пурнăçа кĕртсе инвесторсем Пушкăртстан бюджетне 160,5 млрд тенкĕ налог тÿленĕ. Çак цифрăна тата ыттисене республика хыснин тупăшне ÿстерессипе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комиссин ларăвĕнче пĕлтернĕ.
«Регион валли инвестици явăçтарасси - правительствăн тĕп тĕллевĕ. Инвесторсене чылай çăмăллăхсемпе усă курма сĕнеççĕ. 2011 çултанпа патшалăх вĕсене 11,5 млрд тенкĕлĕх пулăшу панă, çав шутра налог çăмăллăхĕсемпе 9,9 млрд тенкĕлĕх усă курнă. Анчах та эпир инвесторсене ытахальтен пулăшмастпăр. Çапла майпа регионти çынсен пурнăç пахалăхне ÿстеретпĕр, ĕç вырăнĕсемпе çĕнĕ тавар туса кăлармалли производство йĕркелетпĕр тата республика бюджечĕн налог никĕсне ÿстеретпĕр»,- палăртнă ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.
Экономика аталанавĕн министерствин информацийĕ тăрăх, промышленоçри инвесторсем налог тÿлессипе ытларах пысăк тупăш панă – 156,3 млрд тенкĕ. Ял хуçалăх тытăмĕнчи инвесторсем 2,6 млрд тенкĕ «тавăрнă», туризм сфери – 800 млн, сывлăх сыхлавĕ – 500 млн тенкĕ.
«Пĕтĕмлетсе çакна калама пулать, 1 тенкĕ пулăшу панă укçа вырăнне 14 тенкĕ налог килнĕ тата регион экономикине - 25 тенкĕ инвестици»,- пĕлтернĕ Рустам Муратов вице-премьер.