Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
6 Нарӑсӑн 2021, 14:10

Çăкăр ăшĕнче ылтăн çĕрĕ тупнă

Пушкăртстанра пурăнакан пĕр арçын килне çăкăр илсе килнĕ те ăна касма тытăннă. Шăпах çав вăхăтра унăн ăшĕнче ылтăнран тунă венчет çĕрĕ курăнса кайнă тесе пĕлтерет Давлекан районĕнче кун çути куракан «Аслыкуль» хаçат.

Çăкăрне ăна кучченеç тесе пĕлĕшĕ, Давлекан хулинче пурăнаканскер, панă пулнă. Вăл ăна суту-илÿ лавккинче туяннă.
Ырă кăмăллă та уçă чунлă арçын çийĕнчех çĕрре хуçине тавăрса пама шутланă. Кĕске вăхăт хушшинче лавккана çăкăр-булкăпа тивĕçтерекен предприятине шыраса тупнă. Ылтăн çĕрĕ хуçи районти пĕр çăкăр пĕçерекен пекарньăра ĕçлекен хĕрарăм пулса тухнă. Вăл ĕç смени пуçланас умĕн венчет çĕррине хывса сĕтел çине хунă, ĕçленĕ май темле майпа ăна çăкăр чусти ăшне ÿкернĕ. Çапла майпа çĕрĕ этеплĕ (порядочный) арçын сĕтелĕ çине çитнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: