Суд наркоушкăнри Ĕпхÿ тата Çтерлĕ хулисенче пурăнакан 18 çынна 5 çултан пуçласа 17 çула çити çирĕп режимлă колонине ăсатма йышăннă. Республикăри прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанри 29 çултан пуçласа 50 çула çитнĕ çынсем закона пăсса пысăк виçепе наркотиксем сутнă. Ĕпхÿ хулинчи Советски район сучĕ приговора виçĕ кун вулани паллă.
Следстви вăхăтĕнче Çтерлĕре пурăнакан 44 çулхи арçын 2017 çулта Салаватри икĕ çынна преступлениллĕ ĕçе явăçтарни çиеле тухнă. Ун хыççăн ушкăна Ĕпхÿ тата Çтерлĕ хулисенчи пысăк укçана хапсăнакан çынсем хутшăннă.
«Ушкăна пысăк виçепе наркотик салатакан курьерсем кĕнĕ. Вĕсем наркăмăша (гашишпа каннабис) туяннă хыççăн хваттерсене илсе килнĕ, виçсе пĕчĕк пайсем çине пайланă. Йĕрке хуралçисем айăплакансенчен 10 килограмм наркотик туртса илнĕ. Çавăн пекех виçсе хутаçсене тултармалли хатĕрсем тупнă»,- пĕлтернĕ ведомствăра.
Наркоушкăнри закона пăсакансенчен пĕри те хăйсен айăпне йышăнман. Судпа айăпланисем 10 кун хушшинче суд йышăнăвĕ пирки жалоба пама пултараççĕ.