Паян, февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Шаран ялĕнчи спортпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра каратэ киокушин енĕпе Салават Юлаев ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери интернационал тренировка сборĕн ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта пурĕ 300 спортсмен хутшăннă. Мероприятине кăшăлвирус пандемине пула темиçе хутчен урăх вăхăта куçарма тÿр килнĕ.
Сборта Шарантан, Туймазăран, Октябрьскинчен,Толбазăран, Чишмаран тата Тутарстанпа Эрĕнпур облаçĕнчен килнĕ командăсем, 4-17 çулхи спортсменсем, вăй виçнĕ.
Малтан чи пĕчĕккисем кĕрешнĕ, ун хыççăн тин аслăраххисем. Турнир условийĕсем тăрăх малтан 10 çапăçу марафонĕ иртнĕ. Унтан официаллă майпа меропириятине уçнă – кумитэ тата ката çапăçусене уйрăмшарăн йĕркеленĕ. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн чи вăйлисем кубоксемпе медальсене тивĕçнĕ.