Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Нарӑсӑн 2021, 16:10

Африка чума чирне пула хир сыснисене пеме тытăнĕç

Пушкăртстанра Африка чуми чирне пула хир сыснисене персе тĕп тума палăртаççĕ. Вĕсен шучĕ 4 пин гектар çинче пĕр кĕтÿрен ытлашши пулмалла мар.

Пушкăртстанра Африка чуми чирне пула хир сыснисене персе тĕп тума палăртаççĕ. Вĕсен шучĕ 4 пин гектар çинче пĕр кĕтÿрен ытлашши пулмалла мар.
Сысна ĕрчетекен хуçалăхсен тавра 10 çухрăмра вĕсем пачах та пулмалла мар. Çакăн пек хушу панă республика пуçлăхĕ Радий Хабиров тунтикун, февраль уйăхĕн 8-мĕшĕнче , иртнĕ правительствăн оперативлă канашлăвĕнче. Вăл регионта ерекен чир инфекцийĕ сарăлнине шута илмен пулсан та çĕршывĕпе лару-тăру çак енĕпе лăпкă маррине пĕлтернĕ. 2021 çулхи пĕр уйăх хушшинче кăнна Раççейри сакăр регионта 18 вырăнта чир сарăлнине çирĕплетнĕ. Çав шутра кÿршĕллĕ Тутарстанри Элмет районĕнче. Унта сунар хуçалăхĕнче хир сыснин тушкинчен анализ илнĕ чухне чума генне тупса палăртнă.
Чăх-чĕп грипĕ те канăç памасть. Çак чире Тутарстанри тата Челябинск облаçĕнчи хуçалăхсенче асăрханă. Тутарстанри Муслимово районĕнче 5 пин ытла хура тĕп тунă, Зеленодольск районĕнче - 175 пин кăркка.
- Çаксем пурте юнашарах. Кăшт çеç асăрхануллă пулмасан инкек пирĕн пата та килсе çитме пултарать,- тенĕ регион ертÿçи район пуçлăхĕсене чĕнсе каланă май.
Çавăн пекех Радий Хабиров Россельхознадзорăн Пушкăртстанри управленине выльăх-чĕрлĕхсене, аш-какая пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарнă чухне тĕрĕслессине хытарма тата яваплă çынсенчен çирĕпрех ыйтма хушнă. Уйрăм кил-çуртри хуçалăхсенче сыснасене тула уçăлма кăларассине чарма, хальлĕхе тăхтаса тăма сĕннĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: