Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Нарӑсӑн 2021, 16:05

Диспансеризаци дати паллă

Малтанлăха Пушкăртстанра пурăнакансемшĕн диспансеризаци февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланмалла тесе палăртнă. Тĕрĕс дата Роспотребнадзор специалисчĕсемпе канашланă хыççăн паллă пуласси çинчен республикăри сывлăх сывлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ.

- 2021 çулта халăх вилессине чакарасси пирĕн тĕп тĕллев. Кăтартусем тăрăх çулталăк вĕçĕнче хамăр ĕçсен пĕтĕмлетĕвне тума пулĕ, - тесе каланă Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров правительствăри оперативлă канашлу вăхăтĕнче. – Иртнĕ çул тĕрлĕ сăлтавсене пула нумай çынна çухатрăмăр.
Регионсенче Г.Г.Куватов ячĕллĕ республикăри клиника больницин медицина ĕçченĕсен тухса çÿрекен модулĕсем тата стоматологсен мобильлĕ бригадисем ĕçлеççĕ. «Сывлăхлă республика – сывлăхлă регион» акцие апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче пуçлама палăртаççĕ. Республикăри сывлăх сыхлав министрĕн сăмахĕсем тăрăх, çут çанталăк условийĕсем ирĕк парсан «сывлăх поезчĕсем» иртерех çула тухĕç.
Читайте нас: