Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Нарӑсӑн 2021, 16:13

Мăнтăрланса çитнĕ йытта çăлса хăварнă

Сакăр вун сакăр килограмм - çакăн пек йывăрăш тайнă Ĕпхÿ хулинчи Хаммер ятлă лабрадор ăратлă йытă. Вăл питĕ самăрăлса кайнă. Çакна курса опытлă ветеринарсем те тĕлĕннĕ. Хуçисем ăна килĕнче урăх усрасшăн пулман, çывратса ярас шутпа ветеринар патне илсе кайнă.

Сакăр вун сакăр килограмм - çакăн пек йывăрăш тайнă Ĕпхÿ хулинчи Хаммер ятлă лабрадор ăратлă йытă. Вăл питĕ самăрăлса кайнă. Çакна курса опытлă ветеринарсем те тĕлĕннĕ. Хуçисем ăна килĕнче урăх усрасшăн пулман, çывратса ярас шутпа ветеринар патне илсе кайнă. Анчах йытă аçи пулăшусăр юлман. Ăна Челябинск хулинчи чĕр чунсене сыхлакансем илсе кайнă.
- Эпир ăна пулăшма килĕшнĕ чухне куç умне ахаль йытă çеç тухса тăнăччĕ. Акă вăл килсе çитрĕ. Ăна машинăран антарма икĕ çын кирлĕ пулчĕ, - пĕлтернĕ «ЛАБРиКо» пулăшу центрĕн специалисчĕсем.
Чи малтан Хаммерăн чĕрнине каснă, мĕншĕн тесен ăна ури çине пусма та йывăр пулнă. Анализсем тăрăх йытă сывă пулнине пĕлнĕ. Анчах йывăрăшне пула чĕре чирĕсем пуçланнă. Хальлĕхе йытта çирĕп диетăна лартнă, унсăр пуçне вăл нумай уçăлса çÿрет. Прогресс куç умĕнчех. Темиçе кун каялла Хаммер аякĕ çине выртма та пултарайман, паянхи кун çурăмĕ çинче хаваслăн йăваланать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: