Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
8 Нарӑсӑн 2021, 19:35

Республикăра 7 пин ытла улталаннă пайçă

Хальхи вăхăтра республикăра пая кĕрсе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене çĕнетме ĕмĕтленнĕ 7 пин ытла çын йывăр лару-тăрăва лекнĕ. Çапла майпа вĕсем улталаннă пайçăсем пулса танă. Çак енĕпе регионта пурĕ 125 проблемăллă объекта шута илнĕ. Ытларах вĕсем Ĕпхÿ хулинче тата Ĕпхÿ районĕнче тесе пĕлтернĕ ПР строительствăпа архитектура министрĕн çумĕ Артем Ковшов.

Иртнĕ çул ПР Строительство министерстви республикăри Пайçăсен правине хÿтĕлекен фондпа пĕрле проблемăллă объектсене туса пĕтерме укçа-тенкĕ уйăрса парас ыйтăва пăхса тухнă. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Фонд 62 объект тĕлĕшпе ыйтăва татса пама сăмах панă. Ун чухне 3,5 пин пайçăн прависене хÿтĕлесе хăварĕç.
Фондăн Сăнав канашĕ 53 объекта тума укçа-тенкĕ уйăрма йышăну тунă. 19 объектри граждансене компенсаци тÿлĕç. Паянхи кун тĕлне 700 пайçă çак тÿллеве алла илнĕ.
2021-2023 çулсенче 34 объекта хута ямалла. Çурт лартаканăн тивĕçĕсене республикăри Пайçăсен правине хÿтĕлекен фонд пурнăçлĕ.
2021 çулта федераллă фондпа пĕрле тума палăртнă мероприятисен шутне 31 проблемăллă объект кĕрет. Çак йышра пурĕ 2 пин ытла улталаннă пайçă шутланать. Вĕсем Ĕпхÿ, Салават,Нефтекамск,Октябрьски хулисенче тата Чишма, Иглино, Учалă, Çтерлĕ районĕсенче пурăнаççĕ. Асăннă объектсем валли республика бюджедĕнчен 480 млн тенкĕ хушма укçа кирлĕ пулнине пĕлтернĕ министр çумĕ.
- Çак укçа-тенкĕпе мĕнпур объектсене туса пĕтерессине шута илнĕ, анчах та фонд документсене пăхса тухнă хыççăн пайçăсене компенсаци тÿлесси пирки те ыйту çĕклеме пултарать,- тенĕ Артем Ковшов.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: