Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Нарӑсӑн 2021, 17:15

Суйласа илмелли ирĕк

Ĕпхÿ аборт ыйтăвĕсене уçса паракан фильма куракан Раççейри виççĕмĕш хула пулнă. Фильмăн хупă кăтартăвне ирттерме Елена Пискарева режиссер килнĕ.

Ача пăрахтарас ыйтăва фильмра тĕрлĕ енчен тата шутран илсе кăтартнă: саккун, тухтăрсен, тĕрлĕ лару-тăрăва лекнĕ арçынпа хĕрарăмсен. Унăн никĕсĕнче пурнăçра пулса иртнĕ чăн пулăмсем выртаççĕ. Асăннă мероприятие «Ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасем» («Особенные дети») фонд 5 çул тултарнине халалланă.
Хăйĕн пултарулăхĕн (фильмăн) шăпи мĕнле пулассине пĕлмесен те пĕр паллакан психолог шăнкăравласа пĕлтерни Елена Пискарева режиссершăн чăн-чăн парне вырăнне пулнă. «Лена, эпĕ хырăм пăрахма килнĕ пĕр хĕр ачана санăн фильмна сĕнтĕм. Пăхнă хыççăн вăл ачана пурнăç пама шутларĕ», - тенĕ тухтăр. Асăннă кинона çак тĕллевпе тунă та.
Раççейри 40 хулара хупă кăтарту турĕ ирттернĕ хыççăн, фильма телевизорпа кăтартĕç. Халĕ телеканалсемпе калаçусем иртеççĕ.

Читайте нас: