Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Нарӑсӑн 2021, 13:45

Виçĕ пине яхăн «ковид»-вырăнсене сахаллатнă

Пушкăртстанра кăшăлвирус инфекцийĕпе чирлекенсене сиплеме уçнă больницăсенче 3 пине яхăн вырăна чакарнă. Сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ тăрăх, 6 334 вырăнтан 3 667-че çити сахаллатнă.

Пушкăртстанра кăшăлвирус инфекцийĕпе чирлекенсене сиплеме уçнă больницăсенче 3 пине яхăн вырăна чакарнă. Сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ тăрăх, 6 334 вырăнтан 3 667-че çити сахаллатнă.
- Февраль уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕнпур сыватмалли вырăнсен 71 % пациентсемпе тулнă, 29 % - пушă. Çтерлĕри инфекции центрĕнче паянхи кун 138 çын сипленеççĕ, Зубовăра – 297,- тенĕ сывлăх сыхлав ведомствин ертÿçи.
Февраль уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанра COVID-19-па чирлекен 25 566 çынна шута илнĕ тесе пĕлтернĕ республикăри кăшăлвирус инфекцийĕпе кĕрешекен оперативлă штабра. Юлашки талăкра чирлисен шучĕ 168 ÿснĕ. Пурĕ больницăсенчен сывалса тухнисем 19 368 çынпа танлашнă, талăкра -54. Хальхи вăхăтра сывату учрежденийĕсенче 303 пациент сипленет, вĕсенчен 45-шĕ хăйсене йывăр туяççĕ. Амбулатори мелĕпе сывалаканисем – 5687 çын.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: