Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Нарӑсӑн 2021, 18:25

Кашкăр йытăсене туласа вĕлернĕ

Çĕрле февраль уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пушкăртстанри Баймак районĕнчи Мерясово ялĕнчи тăватă кил йыттине кашкăр туласа вĕлернĕ. Тискер чĕрчун хурал йыттине тĕп туни сăнав видео камерине лекнĕ.

Çĕрле февраль уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пушкăртстанри Баймак районĕнчи Мерясово ялĕнчи тăватă кил йыттине кашкăр туласа вĕлернĕ. Тискер чĕрчун хурал йыттине тĕп туни сăнав видео камерине лекнĕ.
Тукмак хÿре вăрах вăхăт кил хуралçине сăнанă, унтан тарса хăтăлайман сăнчăрти йытă çине тапăннă.
Вырăнта пурăнакан çынсем каланă тăрăх, асăннă кашкăр тăватă кил хуралçине: икĕ аслă тата икĕ çамрăк йытта тĕп тунă. Тытăçу пулнă вырăнта йытăсен шăммисемпе тирри çеç юлнă.
Читайте нас: