Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Нарӑсӑн 2021, 18:10

Константин Эрнста "Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ĕçсемшӗн"I степень орденпа наградӑлнă

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Пӗрремӗш каналӑн тĕп директорне Константин Львович Эрнста "Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" I степень орденпа чысланă. Патшалӑх пуҫлӑхӗн указне шӑмат кун, февраль уйăхĕн 6-мӗшӗнче, Кремль сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

Документсенче палӑртнӑ тăрăх, сумлă наградăна Константин Эрнст массӑллӑ информаци хатӗрӗсене аталантарассишӗн тата нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ ĕçленӗшӗн тивĕçнĕ. Февраль уйăхĕн 6-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналăн тĕп директорĕ 60 ҫул тултарнă. Ленинградри Патшалăх университечĕн биологи факультетне пĕтернĕ пулин те вăл пурнăçĕн 30 ытла çулне телевиденине халалланă.
Унӑн юбилейӗ умӗн «Известия» хаçат топ-менеджерăн тусӗсемпе ĕçтешĕсенчен Константин Эрнст ĕçлеме пуçласан Пӗрремӗш канал, унпа пĕрлех Раҫҫей медиаиндустрийӗ те епле улшӑннине, хаклама ыйтнă.
"Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орденăн тулли кавалерĕ Лев Лещенко палăртнă тăрăх, Константин Эрнст йĕркелÿçĕ пултарулăхĕпе, йĕркелӗхпе тата телеэкран умӗнче темиҫе ӑрӑва пӗрлештерме пӗлнипе уйрăлса тăрать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: