Февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче вызовсем йышăнакан Система-112 центра Межгорье хупă администраципе территори хутлăхĕнче виçĕ арçын ирхине юрçÿренсем çинче (снегоход) Ямантау тăвĕ çине кайни, вĕсем каç пулсан та каялла таврăнманни, çыхăнăва тухманни çинчен хыпар килнĕ.
Арçынсене шырама инкеклĕ лару-тăру комитечĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ, инкеклĕ лару-тăру министерствипе полици ĕçченĕсем тухса кайнă. Телее, арçынсене çĕрле шыраса тупнă. Каярах виçĕ арçын икĕ юрçÿрен çинче ларса кайни паллă пулнă. Техникăсенчен пĕри ванса ларнă пирки çул çÿревçĕсем сунарçăсен пÿртĕнче чарăнма шутланă. Вĕсене шырама вырăнта пурăнакан пилĕк çын пилĕк юрçÿренпе тухса кайнă. Çĕрлехи икĕ сехет иртсен çулçÿревçĕсене Ямантау тăвĕ хыçĕнчи сунарçă пÿртĕнче тупнă.
Хăтаруçăсем юрçÿренпе усă курмалли хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен аса илтереççĕ. Водительсен асăннă техникăпа усă курмалли, снегоходпа çÿремелли уйрăмлăхсемпе правилăсене тĕплĕ пĕлмелле. Пĕчĕк ачасене нихăçан та снегоход çывăхĕнче ан хăварăр. Алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ, наркотик хатĕрĕсемпе усă курнă хыççăн снегоход рулĕ умне ларма юрамасть. Юрçÿрен водителĕн хÿтĕлев шлемĕ тăхăнмалла. Шлем айне калпак тата пите хупламалли маска тăхăнăр. Уйрăмах хÿтĕлев куçлăхĕ тата шлем çине лектермелли пите хупламалли хÿтлĕх çинчен манмалла мар. Асăннă канашсем пассажирсене те пырса тивеççĕ.
Юрçÿрен - уçă машина. Çавăнпа та çул çÿреве тухнă чух ăшă та хăтлă, тăвăр мар тумтир тăхăнмалла. Паллах, пысăк хăвăртлăхпа пынă чух сывлăш температури икĕ е ытларах хут сивĕрех пуласси çинчен те манса каймалла мар.
Инçене кайнă чух кашни пĕр сехетрен чарăнса канмалла. Çул вăрах е инçе пулнине шута илсе снегоход çинче кирлĕ инструментсен пуххи, машинăн саппас пайĕсем пулмалла. Юрçÿрен çинче пĕччен инçене кайма хăрушă. Топливо пĕтме, авари пулма, снегоход ванса ларма пултарать. Инçе çула сахалтан та иккĕн тухмалла.
Ун чухне те кама та пулсан ăçта кайнине, каялла хăçан килме палăртнине каласа хăварăр. Хăвăрпа пĕрле кĕсье телефонĕ илĕр. Зарядкине тĕрĕслĕр. Май пулсан навигаци приборне те илмелле, - теççĕ хăтаруçăсем.