Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Нарӑсӑн 2021, 18:00

Ĕпхÿре «Пушкăртстан халăхĕсен фольклорĕ» энциклопеди хăтлавĕ иртнĕ

«Раççей Наука кунĕнче (февраль уйăхĕн 8-мĕшĕнче) Ĕпхÿ хулинчи А.З. Валиди ячĕллĕ наци библиотекинче «Фольклор народов Башкортостана» («Пушкăртстан халăхĕсен фольклорĕ») кĕнеке хăтлавĕ (презентаци) иртнĕ. Мероприятие энциклопедистсем, ăсчахсем, библиотека ĕçченĕсем хутшăннă. «Башкирская энциклопедия» патшалăх атономиллĕ учрежденин издателĕ ятĕнчен салам сăмахĕсемпе унăн директорĕн çумĕ Рания Хасанова, Клара Аглиуллина ученăй секретарь тухса калаçнă. Вĕсем издательствăн тĕллевĕсем, унăн тытăмĕ çинчен каласа панă.

Хăтлава хутшăннисен умĕнче салам сăмахĕсемпе Заки Валиди ячĕллĕ ПР наци библиотекин директорĕ Юлдаш Ураксин тухса калаçнă. Вăл «Пушкăртстан халăхĕсен фольклорĕ» энциклопеди Уралпа Атăлçи регионĕнчи халăхсен фольклористикин ятарлă кăларăмĕсенчен пĕри пулнине палăртнă
Мероприятие хутшăннисен шутĕнче энциклопедие кăларас ĕçе хутшăннă наукăпа редакци коллегийĕн пайташĕсем пулнă. Çав шутра - Раççей Наука академийĕн Ĕпхÿри наука центрĕн чĕлхе историйĕн тата литература институчĕн фольклорпа искусство уйрăмĕн ертÿçи Гульнур Хусаинова филологи наукисен докторĕ, Раççей Наука академийĕн Р.Г. Кузеева ячĕллĕ Ĕпхÿри наука центрĕн Этнологи тĕпчев институчĕн этнографи уйрăмĕн ертÿçи Фарида Галеева филологи наукисен докторĕ, Раççей Наука академийĕн Ĕпхÿри наука центрĕн чĕлхе историйĕн тата литература институчĕн тĕп наука сотрудникĕ Розалия Султангареева филологи наукисен докторĕ, Пушкăрт патшалăх университечĕн преподавателĕ Ильдус Фазлутдинов филологи наукисен докторĕ тата ыттисем .
Наукăпа редакци коллегийĕн членĕ, филологи наукисен докторĕн Иван Карпухин саламне ППУ Çтерлĕ филиалĕн преподавателĕ Лира Афанасьева филолги наукисен кандидачĕ илсе çитернĕ.
Ăсчахсем кăларăмăн тĕп редакторĕн - филологи наукисен кандидачĕн, ПР Наука академийĕн хисеплĕ академикĕн, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн, ПАССР Салават Юлаев ячĕллĕ преми лауреачĕн Фануза Надршинан пысăк ăсталăхне палăртнă.
ПР Халăх пултарулăх центрĕн представителĕ Ирек Ахмадиев пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçа кĕртнĕшĕн пултарулăх коллективне тав тунă. Пушкăртстан Республикинчи Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ, социологи наукисен кандидачĕ Ильгиз Султанмуратов энциклопедие хатĕрлесе кăларакансене тав тунă, кăларăм Пушкăртстанри халăхсен сăмахлăхĕн пуянлăхне кăтартса панине çирĕплетнĕ.
Филологи наукисен докторĕ Раççей Наука академийĕн Калмăк Республикинчи гуманитари тĕпчевĕсен фольклор тата джангароведени уйрăмĕн тĕп наука специалисчĕ Тамара Басангова (Элиста хули), филологи наукисен докторĕ, М.К. Аммосов ячĕллĕ Çурçĕр-Хĕвелтухăç федераллă университетăн фольклор тата наци культурин кафедрин ертÿçи Василий Илларионов хăйсен хаклав сăмахĕсене видеоконференции мелĕпе уçса панă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: