Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Нарӑсӑн 2021, 12:39

Правительство аппарачĕн йышне чакараççĕ

Пушкăртстанра республика пуçлăхĕн Правительство ĕçне йĕркелессипе çыхăннă хушăва пурнăçа кĕртме пуçланă. Радий Хабиров кирек мĕнле тĕллеве те хăвăрт та тухăçлă татса пама ыйтнă. Нумаях пулмасть ПР Министрсен Кабинечĕн хăш-пĕр ĕçченĕсем патне хăйсене ĕçсĕр хăварасси çинчен пĕлтерекен хыпар çитнĕ.

Телеграмм-каналсен информацийĕ тăрăх, кадрсене чакарни пĕр ĕçех темиçе хут тунипе тата ĕçлекенĕн тивĕçĕсем кивелнипе çыхăннă.
Правительствăра тахçанах унăн тытăмне оптимизацилессипе тата ĕç тухăçне ÿстерессипе улшăнусем пулса иртеççĕ тесе пĕлтернĕ Андрей Назаров премьер-министр. Аппаратăн хăш-пĕр звенисене сахаллатаççĕ, хăш-пĕрисене - çĕнетеççĕ, теприсене - çирĕплетеççĕ. Тĕллевĕ пĕрре - патшалăх ĕçне йĕркелессипе çыхăннă тухăçа ÿстересси тата экономикăна вăйлăлатасси.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: