Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Нарӑсӑн 2021, 14:15

Сивĕсенче шкула каймалла е çук?

Хĕллехи сивĕсенче чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене шкула ярасси пирки иккĕленсе тăрать. Юлашки кунсенче сывлăш температури республикăра 27-28 градус таранах анчĕ. Ашшĕ-амăшĕсем хĕрсе кайсах тавлашаççĕ. Пĕри ярать, тепри – çук. Пăтрашу ан пултăр тесе ПР Вĕрентÿпе наука министерстви тулти сывлăш температури миçе градус таран сивĕтсен шкулта занятисем пулманни пирки ăнлантарса панă.

Ведомствăра пĕлтернĕ тăрăх, шартлама сивĕсенче занятисене ирттерессипе ирттермесси пирки кашни шкул хăй йышăну тăвать. Паллах, ун пек чухне çанталăк условийĕсене, ачасем грипп тата çивĕч вирус инфекцийĕсемпе чирленине те шута илĕççĕ. Анчах та татăклă йышăнăва ашшĕ-амăшĕсем тăваççĕ. Шкул вара вĕрентÿ процесне кирек мĕнле температурăра та, кирек мĕн чухлĕ ачашăн та йĕркелемелле.
Сывлăш температури – 23 градусран ансан ял шкулӗсенче вӗренекен кӗçӗн класри (1-4) ачасен шкула каймалла мар, хуларисен -25-рен иртсен; 5-9-мĕш классенче вӗренекенсем: ялтисем сыв­лăш температури - 25-рен, хуларисем - 27-рен иртсен каймаççӗ; 10-11-мӗшсем: ял­тисем сывлăш температури - 30-тан, хуларисем - 32-рен иртсен каймаççӗ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: