Çтерлĕ районĕнче пурăнакан 33 çулхи арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна взятка панăшăн айăплаççĕ, должноçри çынна укçа панă чухне тытса чарнă.
ПР Следстви комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Çтерлĕ районĕнчи пĕр коммерци организацине тĕрĕсленĕ май закона пăснă тĕслĕхсем çиеле тухнă. Вĕсем ĕçлекенсен ĕç укçинчен пĕр пайне суд йышăнăвĕпе парăмсемшĕн тытса юлассипе çыхăннă – ĕç паракан суд хушнине пурнăçламан.
Предприяти директорĕн çумĕ çак ыйтусемшĕн яваплă çын пулнă май, суд приставне хăйне административлă мелпе айăплассинчен хăтарма ыйтса 15 пин тенкĕ укçа пама тытăннă. Должноçри çын укçана илме килĕшмен, айăпа кĕнĕ çынна вăл закона хирĕçле ĕç туни çинче асăрхаттарнă. Ун хыççăн ĕçре çулти пуçлăхсене пĕлтернĕ. Анчах та директор çумĕ пакунлă çынна каярах та укçа сĕннĕ, черетлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче ăна 10 пин тенкĕ тыттарнă, тепĕр пайне çывăх вăхатра пама шантарнă.
Укçана панă чухне арçынна тытса чарнă.
Хальхи вăхăтра следователь ĕç-пуç пулса иртнĕ вырăна пăхса хак панă, укçа-тенке тытса илнĕ, айăплакан çынпа следстви ĕçĕсем ирттереççĕ.