Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Нарӑсӑн 2021, 18:45

«Фермер шкулĕ» программăна 21 çын алла илĕç

Ĕпхÿ хулинче ял хуçалăхĕнчи предпринимательсем валли иртекен «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ программин участникĕсене пуçтарнă. ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 21 çын «Хурт-хăмăр ĕçĕ» тата «Шыв кайăкĕсем» специальноçа алла илĕ.

Ĕпхÿ хулинче ял хуçалăхĕнчи предпринимательсем валли иртекен «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ программин участникĕсене пуçтарнă. ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 21 çын «Хурт-хăмăр ĕçĕ» тата «Шыв кайăкĕсем» специальноçа алла илĕ. Вĕренÿ курсĕ 2,5 уйăха пырĕ. Ăна вĕренсе пĕтернисем патшалăх дипломĕсене илĕç. Вĕсене Пушкăрт патшалăх аграри университетчĕн преподавателĕсем вĕрентĕç.
Ведомствăра çамрăк фермерсем агробизнес уçасса, ун пекки пур пулсан, ăна аталантарса грантсем çĕнсе илессе, инвесторсене явăçтарасса шанса тăраççĕ. Хуçалăхсен пĕчĕк формисем ял хуçалăх продукцийĕн çуррине туса илеççĕ, çавăнпа та вĕсене пулăшни шанчăклă та малашлăхлă тесе шутлаççĕ ведомствăра.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: