Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Нарӑсӑн 2021, 19:40

Инкекпе вĕçленнĕ хирĕçÿ

Ĕпхÿ хулинче инкекпе вĕçленнĕ çемье хирĕçĕвĕ пулса иртнĕ. Упăшки арăмĕпе хирĕçсе кайнă та ăна хырăмĕнчен çĕçĕпе чикнĕ, амăшне хÿтĕлеме тăнă ывăлне суранлатнă, ун хыççăн хăй çине хăй алă хунă.

Ĕпхÿ хулинче инкекпе вĕçленнĕ çемье хирĕçĕвĕ пулса иртнĕ. Упăшки арăмĕпе хирĕçсе кайнă та ăна хырăмĕнчен çĕçĕпе чикнĕ, амăшне хÿтĕлеме тăнă ывăлне суранлатнă, ун хыççăн хăй çине хăй алă хунă.
Хĕрарăмпа ывăлĕ больницăна лекнĕ. Следстви комитечĕ уголовлă ĕç пуçарнă.
- Хальхи вăхăтра суд экспертизи пырать. Малтанхи кăтартусем тăрăх, çемье нихăçта та учетра тăман. Следовательсем преступлени патне илсе çитернĕ пур сăлтавсемпе майсене те пăхса тухаççĕ, - пĕлтернĕ следстви комитечĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн пуçлăхĕн аслă пулăшаканĕ Евгений Канаевский.
Хула мэрийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ачисене опекăпа попечительство органĕсем, хулари социаллă службăсем асăрхаса тăраççĕ. Часах вĕсем патне кукамăшĕ килсе çитмелле.
«Çемьере виçĕ çул çитмен ача ÿсет: 16 çулхи хĕрĕ тата 14, 8 çулхи арçын ачасем. Тăванĕсем килсе çитиччен вĕсене, хăйсенчен ирĕк ыйтса, çемье центрне вырнаçтарнă. Ачасен кукамăшĕ Мускав хулинче пурăнать. Ыран авиарейспа Ĕпхÿ хулине килсе çитмелле. Суранланнă ачана пулăшу панă. Вăл пĕртăванĕсемпе çемье центрĕнче пурăнать. Унăн сывлăхĕ хăрушсăрлăхра. Алли çинчи суранĕсене çĕлесе янă. Ачасене социаллă тата психологи пулăшăвĕ параççĕ. Вĕсем хытă кулянаççĕ, пулса иртнĕ инкек вĕсен пуçне ниепле те шăнăçмасть. Амăшĕ пĕтĕмпех сывалса çитиччен ачасем кукамăшĕпе пулаççĕ», - тенĕ хула администраци пуçлăхĕн çумĕ Алина Сулейманова.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: