Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Нарӑсӑн 2021, 13:20

Наркотик салатнăшăн ĕмĕрлĕхех тĕрмене хупма пултараççĕ

Ĕпхÿ - Черниковка чугун çул çинче 27 çулхи арçынна тытса чарнă. Ун çумĕнче пысăк парти наркотик тупнă. Траспорт полици ĕçченĕсем унран 250 грамм ытла сиенлĕ хутăш туртса илнĕ. Арçын маларах та судпа айăпланни паллă пулнă.

Ĕпхÿ - Черниковка чугун çул çинче 27 çулхи арçынна тытса чарнă. Ун çумĕнче пысăк парти наркотик тупнă. Траспорт полици ĕçченĕсем унран 250 грамм ытла сиенлĕ хутăш туртса илнĕ. Арçын маларах та судпа айăпланни паллă пулнă.
Айăплă тесе шутлакан çын çумĕнче пĕчĕк пакетсем ăшне пайласа чикнĕ çутă тĕслĕ порошок пулнă. Полици унăн автомобилĕнче çавăн йышши 98 пакет, гаражĕнче тата икĕ пакет тупнă. Экспертиза пулăшнипе пĕчĕк хутаçсенче метилэфедронлă сиенлĕ хутăш пулнине палăртнă. Туртса илнĕ наркотик тытăмлă наркăмăш 250 грамм (уйрăмах пысăк виçе) тайнă.
Следстви палăртнă тăрăх, арçын наркотик тытăмлă хутăша вăрттăн хунă вырăнсенчен пĕринче, ăна малалла салатас тĕллевпе, туяннă. Вăл наркотиксене пĕчĕкрех парти çине пайласа республика территорийĕнче салатса тупăш илме ĕмĕтленнĕ.
Халĕ уголовлă ĕç пуçарнă. «Саккуна пăсса наркотик хатĕрĕсем, психотроплă тата ун евĕр япаласем хатĕрлесе вĕсене сутнăшăн тата ытти çĕре ярса панăшăн, унсăр пуçне наркотик, психикăна сиен кÿрекен тытăмлă курăксемпе вĕсен пайĕсене сутнăшăн, салатнăшăн» статья тăрăх тĕрмене ĕмĕрлĕхе хупма пултараççĕ. Арçынна ирĕксĕр хăварнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: