Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Нарӑсӑн 2021, 16:50

Икĕ районта историпе культура центрĕсем йĕркелĕç

Туймазă тата Балтач районĕсенче малашне историпе культура центрĕсем пулĕç. Çакăн пирки республика правительстви ятарлă постановлени йышăннă, унпа право инфирмацийĕ официаллă интернет порталта паллашма пулать.

Документра историпе культура центрĕсене Пушкăртстанри Халăхсен туслăх çурчĕн ĕç-хĕлне çĕнетес тата филиалсен йышне анлăлатас тĕллевпе йĕркеленине палăртнă.
Çапла вара Туймазă районĕнче - Пушкăртсен историпе культура центрĕ, Балтач тăрăхĕнче Мишарсен центрĕ пулĕ. Асăннă район администрацийĕсене йĕркелекен историпе культура центрĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшма сĕнĕ. Çавăн пекех законпа килĕшÿллĕн вырăн (çурт-йĕр) уйăрса пама хушнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: