Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Нарӑсӑн 2021, 18:40

Кăшăлвирус çинчен пĕлтерĕшлĕ сăнавсем тунă тухтăра хисеплĕ ят парса саламланă

Раççей Президенчӗ Владимир Путин Иван Дедов академика Ĕç Геройĕн ятне парса чысланă. Документа февраль уйăхĕн 12-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

Раççей Президенчӗ Владимир Путин Иван Дедов академика Ĕç Геройĕн ятне парса чысланă. Документа февраль уйăхĕн 12-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, наградăна халӑх тата патшалăх умӗнчи тивĕçсемшĕн панă. Маларах патшалӑх пуҫлӑхӗ Иван Демидов эндокринолога 80 ҫул тултарнă ятпа саламланӑ, вăл пысӑк технологиллӗ медицина тата патшалӑх сывлӑх сыхлавӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă.
- Пултаруллă врач, чаплӑ ученӑй, эсир хăвăр суйласа илнӗ ӗҫе чăннипех те чунтан парăннă. Професси тивӗҫне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатăр. Эсир тунă наука тӗпчевӗсемпе малта пыракан методикӑсем, хатĕрлевсем пулăшнипе диагностикӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тума тата хӑрушӑ чирсене сиплеме май уçăлчĕ, - тенӗ Кремль сайтӗнче пичетленнӗ президент саламĕнче.
Ҫавӑн пекех Президент Иван Дедовăн тухăçлă ĕçне, вăл пӗтӗм тӗнчери паллӑ эндокринологи шкулӗн никӗслевҫи тата лидерӗ пулнине, палăртнă.
Иван Демидов академик кăшăлвирус пандемийĕ тапхӑрӗнче темиҫе пĕлтерĕшлĕ сӑнав тунӑ. Тухтăр палӑртнӑ тӑрӑх, кăшăлвирус юнри сахӑр шайне ӳстерме пултарать, мĕншĕн тесен COVID-19 энерги кирлӗ. Иван Демидов ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, кăшăлвирус глюкозăна чӗререн, пӗвертен тата тата мышцăсенчен илет, мӗншӗн тесен вӗсем органика пӗрлешӗвӗн тӗп хатĕрĕсем шутланаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: