Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Нарӑсӑн 2021, 18:55

Пушкăртстанра пурăнмалли минимумăн çĕнĕ виçине палăртнă

2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Пушкăртстанра пĕр çын пуçне пурăнмалли минимум виçи 10 015 тенкĕпе танлашать тесе йышăннă республика правительствин хушăвĕнче.

2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Пушкăртстанра пĕр çын пуçне пурăнмалли минимум виçи 10 015 тенкĕпе танлашать тесе йышăннă республика правительствин хушăвĕнче.
Документпа килĕшÿллĕн ĕçлекен çыннăн пурăнмалли минимум виçи – 10641 тенкĕ, пенсионерсен – 9605 тенкĕ, ачасен 10077 тенкĕ пулмалла.
Асăннă хушу 2021 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен хăйĕн вăйне çухатмасть. Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çултан пурăнмалли минимума çулталăка çирĕплетеççĕ, маларах вара ăна кашни кварталта пăхса тухнă.
- Унчен ăна палăртнă чухне потребительсен корзинине кĕрекен апат-çимĕç хакне шута илнĕ пулсан, халь çĕршывра пĕр çын пуçне вăтам тупăш мĕн чухлĕ пулнине те тĕпе хураççĕ,- тенĕ ведомствăра.
Пурăнмалли минимум çирĕплетни граждансене патшалăх пулăшăвĕ панă чухне кирлĕ. Сăмахран, социаллă пакет, виçĕ çула çитиччен ачасемшĕн пособи илме. Çавăн пекех укçа-тенкĕрен йывăр лару-тăрури çемьесенчи виçĕ çултан пуçласа çичĕ çула çитичченхи ачасемшĕн укçа-тенкĕ тÿленĕ чухне те.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: