Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Нарӑсӑн 2021, 14:40

Строительство министрне должноçри полномочисене иртсе пурнăçланăшăн айăплаççĕ

Пушкăртстан Республикинчи строительство министрне Рамзиль Кучарбаева коррупципе çыхăннă йĕркесене пăхăнманшăн мар, хăй шутламан çĕртенех должноçри полномочисене иртсе кайса пурнăçланăшăн айăплаççĕ. Вăл ĕç пĕлтерĕшне хăйне майлă ăнланнă тесе шутлать Роман Петров адвокат.

Пушкăртстан Республикинчи строительство министрне Рамзиль Кучарбаева коррупципе çыхăннă йĕркесене пăхăнманшăн мар, хăй шутламан çĕртенех должноçри полномочисене иртсе кайса пурнăçланăшăн айăплаççĕ. Вăл ĕç пĕлтерĕшне хăйне майлă ăнланнă тесе шутлать Роман Петров адвокат.
- Ман шутпа, ĕçĕн малашлăхĕ çукпа пĕрех. Ун пек ĕçсене тĕпчеме, уçăмлатма йывăр. Йĕркепе килĕшсе тăман сăлтавĕсем, алă пуснисем, фактпа тÿр килмен документсем пур. Объектри ĕçе туса пĕтермесĕр тунă пек кăтарса преми илесшĕн çеç пулни коррупци шутланмасть. Çак утăма вăл республика интересне хăйне майлă шута илсе пурнăçланă. Манăн практикăра подрядчик сăмах панине шанса алă пуснă тĕслĕхсем пулнă. Алă пусмасан уйăрса панă укçана каялла республика хыснине тавăрса пама тÿр килĕччĕ. Закон тĕлĕшĕнчен ку должноçри полномочинчен иртсе кайса хăтланнă пек пулса тухать. Ун йышши ĕçсем ытларах чухне суда çитмеççĕ е штраф тÿленипе вĕçленеççĕ.
Аса илтеретпĕр, Пушкăртстан Аслă сучĕ ПР Строительство министерствин пуçлăхне айăпланипе килĕшмесĕр панă жалобăна пăхса тухнă. Маларах Ĕпхÿ хулинчи Киров район сучĕ чиновника должноçри полномочинчен иртсе кайса хăтланнăшăн икĕ уйăха тытса хупнă. Çак кунсенче Фемида ĕçченĕсем йышăннă мерăна килти арестпа улăштарнă.
2021 çулхи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ПР строительствăпа архитектура министрне Рамзиль Кучарбаева Кумертау хулинчи тасатмалли сооруженисене туса пĕтермесĕр, объекта хатĕр тесе алă пусса йышăннăшăн тытса чарнă. Следстви шухăшĕпе, чиновник ПР Капиталлă строительство управленийĕн пуçлăхĕн пуканне йышăннă вăхăтра объект хатĕр мар, ăна хута яма май çуккине пĕлсе тăрсах ăна йышăннă. Çапла майпа патшалăха 95 миллион тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: