Ирина Сухарева - республикăра пурăнакан ентешсемшĕн çĕнĕ ят мар. Çак хушамата асăнсан эпир ăна ытларах ăслăлăх ĕçĕнче çан тавăрса ĕçленине куратпăр. Вăл истори наукисен докторĕ, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн профессорĕ, ПР Правительстви çумĕнчи Топонимика комиссин членĕ, Чăваш наци ăслăлăх тата ÿнер академин чăн пайташĕ пулни те чăнлăха çирĕплетет.
Ирина Саригель тени вара унăн сцена çинчи пултарулăхĕпе çыхăннă хушма ят. Юрă сăмахĕсене çырса ун валли кĕвĕ çырасси Ирина Витальевнан киленĕвĕ шутланать. Унтан та ытларах итлекен патне хатĕр чун апатне те хăех илсе çитерет – çепĕç те чĕвĕлти сассипе куракакна тыткăна илет. Пĕр çынра поэт, композитор тата юрăç пултарулăхĕ пĕрлешсе тăни кирек кама та савăнтарнипе пĕрле тарăн шухăша ярать.
Нумаях пулмасть Шупашкарта регионсем хушшинче иртнĕ «Юрăллă Чăваш Ен -2020» («Вокальная Чувашия-2020») конкурс пĕтĕмлетĕвне тунă. Унта Чăваш, Тутарстан, Пушкăртстан республикисенчи, Мускавпа Ленинград облаçĕсенчи тата Красноярск крайĕнчи юрăçсен пултарулăхне хак панă. Авăркас районĕнчи Нукасак ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Ирина Саригель «Юрă» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăл дистанци мелĕпе иртнĕ конкурса пĕр халăх юррине тата хăй çырнă (сăвви А. Савельев-САСăн) ĕçе ярса панă пулнă. Мĕнех, ентешĕмĕре çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей те ăнăçу сунатпăр. Пултарулăх çÿпçинчи хавхалану хăвачĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр.