Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Нарӑсӑн 2021, 17:20

Пушкăрт пылне 195 пин долларлăх экспорта ăсатнă

2020 çулта Пушкăртстан 47, 5 тонна пыл экспорта ăсатнă. Çакă вăл укçана куçарсан 195 пин Америка долларĕпе танлашать тесе пĕлтерне регионти Ял хуçалăх министерстви.

2020 çулта Пушкăртстан 47, 5 тонна пыл экспорта ăсатнă. Çакă вăл укçана куçарсан 195 пин Америка долларĕпе танлашать тесе пĕлтерне регионти Ял хуçалăх министерстви.
Сăмахран, иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче Пушкăртстанри хурт-хăмăр ĕрчетесси тата апитерапи енĕпе ĕçлекен наукăпа тĕпчев центрĕ Пĕрлешнĕ Араб Эмираучĕсен çĕршывне пĕр килограмм вырнаçакан йывăç пичкесене тултарса 408 кг паха тавар сутнă. Çавăн пекех 100 килограмм çăка пылне, 500 кĕленче флаконпа (кашни 8 грамм таять) хурт амин типĕтнĕ сĕтне ăсатнă. Импотерсем малашне те пирĕн республикăпа çыхăну тытма шантарнă. Хальхи вăхăтра центр черетлĕ пыл продукцине ют çĕршыв валли хатĕрлет.
Федераллă таможня служби пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулта Раççей пĕтĕмĕшле ют çĕршывсене 4,9 млн долларлăх таса пыл сутнă. Тавара 25 ытла патшалăха илсе çитернĕ. Раççей пылне чи нумай туянакансен шутне Китай (37%), Казахстан (13%), Берарусь (13%) çĕршывĕсем кĕреççĕ, çавăн пекех Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсем (11%) тата Польша (8%).
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: