Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
13 Нарӑсӑн 2021, 19:05

Зирганти пушарта икĕ ача вилнĕ

Мелеуз районĕнчи Зирган ялĕнчи Ленин урамĕнче февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче хăрушă пушар пулса иртнĕ. Вырăна Раççей Инкеклĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем, Зирга ял Канашĕн ирĕклĕ пушар команди тата ытти васкавлă службăсем килсе çитнĕ. Çавăн пекех РФ Инкелĕ лару-тăру министерствин тĕрĕслемелли пушар лабораторине, психологсене явăçтарнă.

Вут-çулăма пула икĕ ача – 2015 тата 2016 çулсенче çуралнăскерсем – вилнĕ. Теприне, 2012 çулта çуралнă арçын ачана, пăхса тĕпчеме Салават хулинчи больницăна ăсатнă. Вăл çунăк шăршине пула сĕрĕмпе наркăмашланнă. Çавăн пекех ачасен 30 çулхи амăшне те сывату учрежденине ăсатнă.
Пушара сÿнтернĕ çĕре 11 çын хутшăннă, виçĕ техника явăçтарнă.
Следствипе оперативлă ушкăн тата Инкелĕ лару-тăру министерствин дознавателĕ вут-çулăм мĕн сăлтава пула тухнине уçăмлатаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: