Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Нарӑсӑн 2021, 16:45

Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ промышленность аталанăвĕ çинчен

2021 çулта республика влаçĕ апат-çимĕç тата ăна туса кăларакан промышленноçа аталантарасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрĕ тесе пĕлтернĕ правительствăн премьер-министрĕ Андрей Назаров.

2021 çулта республика влаçĕ апат-çимĕç тата ăна туса кăларакан промышленноçа аталантарасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрĕ тесе пĕлтернĕ правительствăн премьер-министрĕ Андрей Назаров.
Унăн сăмахĕсем тăрăх, апат-çимĕç тата ăна туса кăларакан промышленноçа аталантарасси пĕчĕк тата вăтам тавар туса кăларакансем урлă та пурнăçа кĕрĕ. Планпа вĕсене апат-çимĕçрен тавар туса кăлармалли тата хатĕр продукцие сутмалли çул çине тăратасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Çав шутра ял хуçалăхĕсенчи потребительсен кооперативĕсем урлă та.
- Паянхи кун чи лайăх йышăнусем, шухăшсем, усĕм вырăнĕсем кирлĕ. Май килнĕ таран халăхăн экономикăри хастарлăхне çĕклемелле. Эпир сирĕнпе пĕрле кашни территорире конкуренци пулăмĕнче чи малта тăракан самантсене тупса палăртмалла. Ун хыççăн муниципалитетсемпе граждансен пурлăхне явăçтарса вĕсемпе системаллă усă курмалла,- пĕлтернĕ хăйĕн шухăшĕсене Андрей Назаров.
Çавăн пекех премьер-министр граждансен предпринимательствăпа инвестици пуçарулăхне шута илме, тимлĕх уйăрма ыйтнă. Вăл каланă тăрăх пуçарусене бюрократи чăрмавĕсем «вĕлереççĕ», анчах та республикăра çак ĕçе ансатлатнă, çăмăллатнă тĕслĕхсем те пур. «Сăмахран, çапла майпа эпир 2020 çулта кĕске вăхăт хушшинче регионта икĕ инфекци центрĕ хута ятăмăр – кашнине икĕ уйăхра»,- тенĕ Андрей Назаров.
Пĕтĕмĕшле 2021çулта Пушкăртстанра социаллă программăсене пурнăçласси малалла тăсăлмалла. Çав вăхăтрах премьер-министр çулталăк укçа-тенкĕ енчен илсен çăмăлах пулмассине асăрхаттарнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: