Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри XXXIX «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» йĕлтĕрпе чупасипе йĕркеленĕ ăмăрту яланхи пекех спортпа туслисене пĕр йыша йышлă пуçтарнă. Старта Пушкăртстанри 63 муниципалитетри шкул çулне çитмен шăпăрлансемпе шкул ачисем, студентсем, рабочисем тата тивĕçлĕ канури çынсем тухнă. Вĕсен ÿсĕмĕсем пĕр çултан пуçласа 91 çула çити – пурĕ 121 пин çын. Ăмăртăва хутшăнакансем 3 тата 5 çухрăма вăй виçнĕ.
Вĕсенчен чи çамрăк йĕлтĕрçĕ Кугарчă районĕнчи Алина Сайфуллина пулнă, вăл çулталăк та 11 уйăхра кăна-ха. Чи асли - Мишкин районĕнчи 91 çулхи Сергей Салякинович Салякин.
Ĕпхÿре, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăвăн Пушкăртстанри тĕп лапамĕнче, мероприятие 31 çын - тĕп хулара пурăнакансемпе хăнасем - хутшăннă. Старта тухакансен умĕнче «Биатлон» территоринче ПР çамрăксен политикин тата спорт министрĕ Руслан Хабибов, Паралимпиада вăйисенче 100 метртан пуçласа 5 çухрăма çити чупассипе 13 хут ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, 18 хут тĕнче чемпионĕ, 43 хут Европа чемпионĕ пулнă, Раççейри Паралимпиада комитечĕн вице-президенчĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Рима Баталова тата Ĕпхÿри Орджоникидзе район пуçлăхĕ Марат Галиуллин тухса сăмах каланă.
Руслан Хабибов ăмартăва хутшăнакансене республика пуçлăхĕн Радий Хабировăн салам çырăвĕпе паллаштарнă. Çырура Пушкăртстанри Сывлăх тата хастарлăха вăрах ĕмĕре упрамалли çул «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртуран пуçланнине палăртнă.
Йĕлтĕрпе чупассипе йĕркеленĕ ăмăртăва нефть университетĕнчи ют çĕршыв студенчĕсем те хутшăннă. Вĕсем йĕлтĕр çине пуçласа тăнă тесен те юрать.
- Пĕрремĕш хут юр Ĕпхÿре куртăм, йĕлтĕрпе ярăнма нумаях пулмасть физкультура урокĕнче вĕрентĕм. Паллах, эпĕ мала тухас çук, анчах та çĕнтерни мар, чи кирли мероприятие хутшăнни,- тенĕ Конго çĕршывĕнчи Махьюс Самба студент. Унран Египетпа Таджикистанран килнĕ юлташĕсем те юлман.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ -2021» ăмăртура тăхăр чупăм (забег) иртнĕ. Vip-чупăва ПР çамрăксен политикин тата спорт министрĕн çумĕ, биатлонист, Ноганăри Олимпиада вăйисен пăхăр призерĕ Павел Муслимов хутшăннă.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, кубоксемпе тата асăнмалăх парнесем парса чысланă тесе пĕлтеренĕ ПР спорт министерствинче.