Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Нарӑсӑн 2021, 19:55

2021 çулта наци проекчĕсен витĕмĕпе 26,3 млрд тенкĕ уйăрĕç

2021 çулта наци проекчĕсен витĕмĕпе Пушкăртстанра тĕрлĕ объектсем хута яма 26,3 млрд тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ. Çак укçан 17,7 млрд тенки федераллă хыснаран килмелле, 8,6 миллиардне республика уйăрĕ. Çакăн çинчен тунтикун правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Пушкăртстан премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ – правительсво аппарачĕн ертÿçи Илшат Тажитдинов пĕлтернĕ.

2021 çулта наци проекчĕсен витĕмĕпе Пушкăртстанра тĕрлĕ объектсем хута яма 26,3 млрд тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ. Çак укçан 17,7 млрд тенки федераллă хыснаран килмелле, 8,6 миллиардне республика уйăрĕ. Çакăн çинчен тунтикун правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Пушкăртстан премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ – правительсво аппарачĕн ертÿçи Илшат Тажитдинов пĕлтернĕ.
Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2021-2023 çулсенче федераллă субсидисем тата бюджетсем хушшинчи трансфертсем илес тесе Пушкăртстан 39 килĕшÿ тата хушма килĕшÿ тунă. Пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ виçи 35,5 млрд тенкĕпе танлашать. Вĕсенчен 13,2 млрд тенкине кăçал уйăрса памалла тесе çирĕплетнĕ Илшат Тажитдинов.
- Çакă пĕтĕмĕшле татса каланă сăмах мар,- тенĕ вăл.- Иртнĕ çул пурнăçа кĕмен контраксемпе тивĕçнĕ укçана та федераллă органсем кăçал регионсене илсе çитерессе шанатпăр. Хальхи вăхăтра РФ Сывлăх сыхлав тата Çут ĕç министерствисемпе республикăна 680 млн тенкĕ ытла нухрата тавăрса парасси пирки калаçу пырать.
Сăмах кунта Нефтекамскри шкула 34 млн тенкĕ тавăрса парасси çинчен. Унсăр пуçне медицина учрежденийĕсенчи ĕç вырăнĕсене автоматизацилеме кирлĕ хатĕрсене туянассипе çыхăннă 550 млн тенкĕ тăракан контрактсене вĕçне çитермелле. Çавăн пекех цифра вĕрентÿ хутлăхĕн модельне йĕркелеме, региона ноутбуксем туянма 97 млн тенкĕ уйăрса памалла.
- Кунта та хушма финанс килĕшĕвĕсем алă пусса çирĕплетме тÿр килет,- хушса хунă премьер-министрăн пĕрремĕш çумĕ.
Кăçал та умра пĕлтĕрхинчен кая мар тĕллевсем тăнине палăртнă Илшат Тажитдин. Сăмахран, 2,26 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалла. Çав шутра Пушкăртстанри пысăк хуласенче – Ĕпхÿре, Октябрьскинче, Çтерлĕре, Нефтекамскра, Салаватра.
2021 çулта планпа 200 çухрăм ытла автомобиль çулĕ юсамалла. Иртнĕ çул Нефтекамскра тума пуçланă 1225 вырăнлă, Булгаково ялĕнчи 825 вырăнлă шкулсене туса пĕтермелле, 22 культура объекчĕ хăпартмалла тата тĕпрен юсаса çĕнетмелле.
- Кăçал республикăри ача-пăча онкологи тата гематологи центрне хăпартма пуçламалла, пилĕк онкологи енĕпе амбулатори пулăшăвĕ паракан хушма центр уçмалла. Вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсаса 2667 вĕренÿ вырăнĕ хатĕрлесси те пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри шутланать. Ялти шкулсенче наукăпа техника енĕпе 207 «Ÿсĕм вырăнĕ» («Точка роста») уçасси те çăмăл ĕç мар. Çакăн чухлĕ ĕçе тухăçлă пурнăçлас тесен министерствăсен район-хула администрацийĕсемпе çураçуллă, кал-кал ĕçлени кирлĕ,- пĕтĕмлетнĕ премьер-министрăн пĕрремĕш çумĕ Илшат Тажитдин.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: