Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Нарӑсӑн 2021, 12:30

Пурнăç пахалăхĕпе Пушкăртстан Раççейре 29-мĕш вырăн йышăнать

2020 çулта пурнăç пахалăхĕ Раççейри регионсенче пĕтĕмĕшле илсен улшăнман тесен те юрать. Новости РИА агентство пĕлтернĕ тăрăх, малти вырăнта Мускав хули (82,164 балл), Санкт-Петербург (80, 634) тата Мускав облаçĕ (76,068) пыраççĕ. Пушкăртстан çак рейтингра, тĕпчев кăтартăвĕсене шута илес пулсан, 50,009 балпа 29-мĕш пулса тăнă, 2019 çулта 25-мĕш пулнă.

Çĕршыври 85 субъект хушшинче чи юлашки виçĕ йĕркене Карачай Черкес Республики (27,693 балл), Забайкалье крайĕ (26,889) тата Тыва Республики (17,706) вĕçлеççĕ.
Тĕпчев ĕçĕсем пĕтĕмĕшле 40 регионта рейтинг балĕсем ÿснине кăтартса панă, 45-шĕн чакнă. Çав вăхăтрах чылай субъектсенче балсем ытлашши улшăнманни палăрать.
Пурнăç пахалăхĕн шайне пĕтĕмлетнĕ чухне 70 кăтартăва шута илнĕ, вĕсене 11 ушкăна пĕрлештерсе хак панă. Кунта вырăнти халăхăн укçа-тенкĕ тупăшне, ĕçпе тивĕçтернине тата ĕç рынокне, çынсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене, пурнăç хăрушсăрлăхне, демографи лару-тăрăвне, экологипе климат условийĕсене, халăхăн сывлăхне тата унăн пĕлÿ шайне, социаллă инфраструктура объекчĕсемпе тивĕçтернине, экономика аталанăвĕн шайне, пĕчĕк бизнес аталаннине, çĕр территорийĕсемпе пĕлсе ĕçре усă курнине тата транспорт инфраструктурин аталанăвне тĕпе хунă.
Регионсен рейтингне палăртнă чухне специалистсем Раççейстат, РФ Сывлăх сыхлав, Финанс министерствисен, Тĕп банкăн тата ытти çăлкуçран илнĕ информацисемпе усă курнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: