Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Нарӑсӑн 2021, 18:05

Тонуса хăпартакан ĕçмесем сутнăшăн - штраф

ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем февраль уйăхĕн вĕçĕнче административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодекса улшăнусем кĕртме хатĕрленеççĕ. Ларăвăн пĕрремĕш вулавĕнче çул çитмен ачасене энергетикисем сутакансен тĕлĕшпе штраф тÿлеттермелле тăвасси çинчен калаçса татăлнă. Саккуна 2020 çулхи ноябрь уйăхĕнче йышăннă пулнă. Халĕ штраф виçисене сÿтсе яваççĕ.

ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев сăмахĕсем тăрăх, вĕрентÿ тата медицина учрежденийĕсенче, ачасен канăвне йĕркелекен тата сывлăхне çирĕплетекен организацисенче, физкультурăпа сывату, спорт сооруженийĕсенче алкогольсĕр, тонуса хăпартакан ĕçмесене çулĕ çитмен ачасене сутнăшăн штраф тÿлеттерĕç. Граждансемшĕн - 3 пинрен пуçласа 4 пин тенкĕ таран, должность йышăнакан çынсемшĕн - 30 пинрен пуçласа 40 пине çити, организацисемпе учрежденисемшĕн - 150 пинрен пуçласа 200 пин тенкĕ.
Саккуна иккĕмĕш хут пăснăшăн штраф виçи татах ÿсет: граждансемшĕн - 4 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран, должноçри çынсемшĕн - 30 - 50 пин, организацисемпе учрежденисемшĕн - 200 - 250 пин тенкĕ.
- Çулĕ çитмен ачасем тонуса ÿстерекен ĕçмесене вĕсем сывлăха сиен кÿресси çинчен пĕр шутламасăр ĕçеççĕ, - ăнлантарса панă Константин Толкачев. - Çав вăхăтрах энергетиксене нумай ĕçни ÿсекен ÿт-пĕве çеç мар, психикăна та начар витĕм кÿрет. Чĕрепе юн тымарĕсене тата апат ирĕлтерекен органсене хавшатнисĕр пуçне ача хальччен хăйсем çинчен аса илтермен депрессипе тата психика чирĕсемпе те тĕл пулма пултарать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: