Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Нарӑсӑн 2021, 18:05

8,5 пин кубометр вăрман материалĕсене чикĕ леш енне ăсатнă

Пушкăртстан çулталăк пуçланнăранпа 8,5 пин кубометр вăрман материалĕсене чикĕ леш енне ăсатнă. Пушкăртстан пĕрени-хăмисене Афганистан, Азербайджан, Беларусь, Казахстан, Киргизи, Китай, Узбекистан, Чехи çĕршывĕсем туяннă. Кун çинчен регионти Россельхознадзор Управленин пресс-служби пĕлтернĕ.

Ведомство пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа 8 511 кубометр вăрман материалĕсене ăсатма 185 фитосанитари сертификатне хатĕрленĕ.
-Чикĕ леш енне ăсатмалли вăрман материалĕсене «Пушкăрт Россельхознадзорăн референтлă центрăн» лабораторийĕсенче тĕрĕсленĕ. Экспертиза пĕтĕмлетĕвĕсем продукцин тĕслĕхĕсем импортер-çĕршывсен ыйтнине тивĕçтернине кăтартса панă, - пĕлтернĕ ведомствăра.
Читайте нас: