Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха капиталлă юсассипе çыхăннă регионти программăпа килĕшÿллĕн кăçал Пушкăртстанра нумай хваттерлĕ 112 çуртри 306 подъездра юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Ĕпхÿ хулинче - 95 çуртри 260 подъездра. Подрядчиксем ĕçе февраль уйăхĕн 5-мĕшĕнче пуçăннă. Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха капиталлă юсассипе ĕçлекен Регионти оператор фончĕ (НОФ «Регоператор») пĕлтернĕ тăрăх, кун пек чухне хваттер хуçисем капиталлă юсав ĕçĕ ирттерме пуçтарнă укçапа усă курмаççĕ. Проекта пурнăçа кĕртме республика (90%) тата муниципалитет (10%) бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
Йĕрке тăрăх, пурнăçламалли ĕçсем шутне йывăç кантăксене пластикран тунисемпе улăштарасси, тамбурта çĕнĕ алăксем лартасси, пĕрремĕш хутри урайсене плитка сарасси, стенасене сăрласси, энергие перекетлекен светильниксем лартасси, почта ещĕкĕсене улăштарасси тата ытти йышши ĕçсем кĕреççĕ.
Подрядчиксем пилĕк çула гаранти параççĕ. Паллах, гаранти шутне пурăнакансем юри сăтăр тунă тĕслĕхсем кĕмеççĕ. Ĕçе йышăнни çинчен çирĕплетекен акта подъездшăн яваплă çын, район администрацийĕн ĕçченĕсем, ертсе пыракан компани, Регоператор алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн çеç подрядчиксене ĕç укçи тÿлĕç.
Подъездсене юсама пурĕ 222,2 млн тенкĕ укçа-тенкĕ кайнă. Кăçал программăна кăштах чакарнă, анчах малашлăхра ăна ÿстерĕç.Программа пурнăçа кĕнĕ икĕ çул хушшинче (2019-2020çç) 2069 çуртри 6181 подъезда юсанă.