Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕç коллективĕпе КамАЗ ветеранĕсене тата компанисен ушкăнĕн тĕп директорне Сергей Когонина пĕрремĕш автомобиль тухнăранпа 45 çул çитнĕ ятпа саламланă. Информацие февраль уйăхĕн 16-мĕшĕнче Кремль сайтĕнче пичетленĕ.
«Сире пĕтĕм чун-чĕререн «КамАЗ» маркăллă автомобиль пуçласа тухнăранпа 45 çул çитнĕ ятпа саламлатăп. «КамАЗ» строительстви – çĕршыври автомобильсем тăвас отрасльти чи пысăк та кирлĕ проектсенчен пĕри шутланать. Вăл патшалăхăн экономика, индустри, оборона вăй-хăватне ÿстерес ĕçре пысăк тÿпе хывнă», - тенĕ Владимир Путин.
Çĕршыв пуçлăхĕ пĕрремĕш автомобиль конвеертан 1976 çулхи февраль уйăхĕн 16-мĕшĕнче анни çинчен аса илтернĕ. Унсăр пуçне вăл «КамАЗ» автомобильсене тĕрлĕ сферăра – строительствăра тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсенче, Раççей Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсенче усă курнине палăртнă.
«Вун-вун çул каяллахи пекех кунта хăй ĕçне тата тăван заводне чунтан парăннă çынсем ĕçлеççĕ. Предприятинче харсăр шухăшсемпе çĕнĕ йышши меслетсем çуралаççĕ, сайра тĕл пулакан технологисем пурнăçа кĕреççĕ, çав шутра малашлăхра пилотсăр çÿрекен автомобильсем туса кăларассипе çыхăннă производствăра та», - хушса хунă Раççей лидерĕ.
Маларах, февраль уйăхĕн 10-мĕшĕнче, КамАЗ иртнĕ çул вĕçĕнче туса кăларнă «Кама-1»элекричество смарт-кроссовер çинчен видео кăларнă.