Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Нарӑсӑн 2021, 13:25

Роспотребнадзор ĕçмелли шывăн пахалăхне тĕрĕсленĕ

Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри управленийĕ централизациленĕ пăрăхсем урлă килекен ĕçмелли шывăн пахалăхне тĕрĕсленĕ. Ведомствăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январь уйăхĕнче 40 ял-хуласенче ĕçмелли шывăн 45 тĕрĕслевне (пурĕ 864 тĕпчев ирттернĕ) илнĕ. Çав шутра Ĕпхÿре тата Ĕпхÿ райнĕнче - 6 вырăнта, Çтерлĕре -2.

Анализ тунă хыççăн вунă тĕрĕслев (22,2 %) е вунă тĕпчев (1,2 %) гигиена нормативĕ ыйтнине тивĕçтермен. Тĕпчев ирттернĕ тăхăр вырăнта шыв пирчевĕ (жесткость) палăртнă концентратран ытларах пулни паллă пулнă. Ĕпхÿ хулинче, Шаран, Чишма, Благовар, Ĕпхÿ, Кармаскалă районĕсенче çак кăтарту икĕ хут пысăкрах, Давлекан хулипе Мишкин районĕнче иккĕрен пуçласа пилĕк хут ытларах пулнă.
Çавăн пекех Татăшлă районĕнче барий концентрачĕ 2 хут пысăкрах пулни палăрнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: