Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Нарӑсӑн 2021, 14:35

Салаватра «Тойота Камрине» вут тĕртнĕ

Паян ирхине ирех интернетри социаллă сетьсенче Салават хулинчи Бекетов урамĕнчи пĕр кил картинче тунă кадрсем анлă сарăлчĕç. Ăна видеосăнав камери çине ÿкернĕ. Унта февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕрле икĕ сехетре пĕр çамрăк ача е каччă (паллă мар) «Тойота Камри» автомобиль капочĕ çине темĕнле савăт лартнине, ун хыççăн вăл ăна шăрпăкпа чĕртсе янине курма пулать. Сигнализаци ĕçленипе хурçă ут патне хуçи чупса тухать, вăл юрпа пушара сÿнтерме тытăнать. Кăшт вăхăт иртсен шаплатнă сас илтĕнет. Çунакан автомобильпе юнашар виçĕ çын пулнă, телее никам та суранланман.

Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: