Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Нарӑсӑн 2021, 14:11

Сывлăхшăн паха апат-çимĕç

Мелеуз районĕнчи «Агидель» ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕ 20 тĕрлĕ çăнăх кăларать. Юлашки вăхăтра урпаран тунă кофе, типĕтнĕ улма-çырларан, çăнăхран хатĕрленĕ сывлăхшăн паха пастăсем тума пуçланă.

Мелеуз районĕнчи «Агидель» ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕ 20 тĕрлĕ çăнăх кăларать. Юлашки вăхăтра урпаран тунă кофе, типĕтнĕ улма-çырларан, çăнăхран хатĕрленĕ сывлăхшăн паха пастăсем тума пуçланă.
Продукцие хăйсем туса илекен хутăштарман тĕш-тырăсен (цельнозерновая) çăнăхĕ, чăн-чăн ингредиентсем (типĕтнĕ улма-çырла, мăйăрсем, кокос тата нумай ытти) кĕреççĕ. Сахăр вара пачах та çук. Çак ĕçе ÿсен-тăран ĕрчетекен предпринимательсемпе фермерсем пуçарса янă.
- Пĕррехинче «ÿстерекен чĕр тавартан паха çăнăх хамăр та тăваятпăр-çке. Мĕншĕн ăна айккине сутмалла?» текен шухăш патне килсе тухрăмăр. Çав вăхăтра республикăри Ял хуçалăх министерстви тупăш паракан проектсене грант парассипе çыхăннă конкурс çинчен пĕлтернĕччĕ, - каласа парать кооператив председателĕ Салават Музафаров.
1,2 млн тенкĕлĕх грантпа кооператив çыннисем арман, комбикорм тумалли хатĕр туяннă. Производствăна пуçарса янă хыççăн таварсен ассортименчĕ те пуянланнă, халĕ 20 тĕрлĕ хутăштарман çăнăх кăлараççĕ. Продукцие Мелеуз хулинчи эколавккара сутаççĕ.
Кооператив председателĕ Салават Музафаров сăмахĕсем тăрăх, çăнăха ыйтакан чылай пулсан та хуçасем ун производствипе çеç çырлахман. Аслисене те, ачасене те килĕшекен тутлă та сывлăхшăн паха çырткаламалли апат-çимĕç хатĕрлеме тытăннă.
Çын ыйтакан, усăллă продукта туса сутасси тупăшлă ĕç пулни çинчен кооперативăн председателĕ те систерет. Хальлĕхе производство пуçламăш тапхăрĕнче çеç-ха, продукта илĕртÿллĕ чĕркес ĕç пырать. Çывăх вăхăтра кооператив хăйĕн таварне ытти республикăсене те кăларасшăн, каярах паха продуктпа Мускаври çынсене те илĕртесшĕн.
- Раççейри ял хуçалăх кооперативĕсен 13% Пушкăртстанра йĕркеленнĕ. Пирĕн республика ял хуçалăх потребителĕсен çĕнĕ кооперативĕсем уçăлассипе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Регионта юлашки виçĕ çул хушшинче 360 кооператив уçăлнă. Малти вырăна тухма фермер ĕçĕпе ял хуçалăх кооперативĕсене аталантарассине йĕркелени пулăшнă. Ял хуçалăх кооперативĕсене пулăшас ĕç кăçал та пырĕ. Чĕр тавара ĕçе кĕртекенсем субсидие тивĕçĕç, - ăнлантарса панă Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерствин пресс-службин ертÿçи Алмаз Галимов.
Читайте нас: