Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Нарӑсӑн 2021, 13:15

100 çул тĕлне пĕçернĕ торта ас тивме кăмăллă

Çак кунсенче Çтерлĕ хулинче пурăнакан Николай Михайлович Ефимов фронтовика 100 çул тултарнă ятпа саламларăмăр.

Çак кунсенче Çтерлĕ хулинче пурăнакан Николай Михайлович Ефимов фронтовика 100 çул тултарнă ятпа саламларăмăр.

Юбиляр Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕнче çуралса ÿснĕ, чылай çул хушши вĕрентÿ сферинче ĕçленĕ. Паянхи кун вăл тивĕçлĕ канура пулсан та эпир унпа çыхăнăва татмастпăр.
Хисеплĕ вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранне хула администрацийĕ, депутатсен ушкăнĕ, ветерансен организацийĕ, ПР чăвашсен пĕрлешĕвĕн, хулари наципе культура автономийĕн пайташĕсем, Авăркас районĕнчи Шланлă шкул коллективĕ, хăй вĕрентнĕ ачасемпе çывăх тус-юлташĕсем саламласа ăшă сăмахсем каларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Пухăннă хăнасене Çтерлĕри «Тавах» халăх ансамблĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Çавăн пекех уява хутшăнакансем 100 çул тĕлне пĕçернĕ тутлă та илемлĕ торта ас тивсе пăхма, ветеранпа пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерчĕк тума пултарчĕç.
Çакăн пек самант, паллах, тăтăшах пулмасть, çавăнпа та хамăрăн аслă ăрăва май çитнĕ таран хисеплер, сума сăвар.
Людмила МАРКИНА, Çтерлĕри чăваш
наципе культура автономин пайташĕ.
Читайте нас: