Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Нарӑсӑн 2021, 13:31

Чăваш ятне çĕклерĕн эсĕ, пирĕн генерал

Февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Хурамал ялĕнчи культура çуртĕнче Чăваш Республикин патшалăх премине икĕ хутчен тивĕçнĕ Василий Васильевич Николаев профессорăн, академикăн, меценатăн 82-мĕш çурланă кунне халалланă «Пирĕн генерал» мероприяти иртрĕ.

Февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Хурамал ялĕнчи культура çуртĕнче Чăваш Республикин патшалăх премине икĕ хутчен тивĕçнĕ Василий Васильевич Николаев профессорăн, академикăн, меценатăн 82-мĕш çурланă кунне халалланă «Пирĕн генерал» мероприяти иртрĕ.
Архивсенчи сарăхса пĕтнĕ, чернилĕ шупкаланнă страницăсемпе авалхи сăн ÿкерчĕксем пире пурнăçран уйрăлса кайнă ăрури çынсен сăнĕсемпе вĕсен ырă ĕçĕсем çинчен çеç мар, вĕсем çĕр çинчен пĕр йĕрсĕр çухалманни, ĕмĕрех асра юлни пирки аса илтереççĕ. Нумай çул иртсен те эпир вĕсене хак пама, вĕсен ырă ĕçĕсемпе хавхаланма, сÿтсе явма пултаратпăр. Çав вăхăтрах çамрăк ăру пире хамăра та çавăн пекех хакласса та манса каймалла мар.
«Иртнине сума суни, упрани культурăн тĕп паллисенчен пĕри пулнине яланах асра тытмалла. Аваллăха пĕлсен çеç эпир малашлăха курма, хамăра пурнăçран уйрăлса кайнă ăрăва тата çĕнĕ ăрăва çыхăнтаракан çип пек туйма пултаратпăр», - тетчĕ Василий Николаев.
Василий Васильевич пысăк пĕлтерĕшлĕ вун пĕр кĕнеке çырнă. Çакăн çинчен 7-9 класс ачисем, Чăваш Хурамал ялĕнчи В.В. Николаев ячĕллĕ шкул музейĕн экскурсовочĕсем каласа пачĕç.
«Пирĕн генерал» уяв каçне Салават тата Кумертау епископĕ Николай преосвященство, Чăваш Хурамал ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н.С. Ефремов, шкул музейĕн ертÿçи Ю.Х. Леонтьев хутшăнчĕç.
Çуралнă куна халалласа ирттернĕ мероприятие вырăнти культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕн илемлĕх номерĕсем пуянлатрĕç. Иккĕмĕш класра вĕренекенсем «Сверчок» музыка композицийĕ кăтартрĕç. Ăна ялти чиркÿри Вера матушка хатĕрленĕ.
Николай владыка тата Юрий Леонтьев интервью евĕр интереслĕ калаçу ирттерчĕç.
Юрий ЧУНТАШ.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.
Читайте нас: